For faster navigation, this Iframe is preloading the Wikiwand page for Нидерланд.

Нидерланд

Koninkrijk der Nederlanden

Нидерланд

Нидерланд патшалăх ялавĕ Нидерланд патшалăхĕн гербĕ
Нидерланд ялавĕ Нидерланд гербĕ
Патшалăх чĕлхисем холланд (Фриландра — тата фриз чĕлхи)
Тĕп хула Амстердам
Чи пысăк хула Амстердам, Гаага, Роттердам
Патша Беатрикс
Премьер-министр Ян-Петер Балкененде
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
131 вырăнта
41 526 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2005)
 - Йышлăхĕ
58 вырăнта
16 407 491
395/км²
Валюта ячĕ Евро
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +01 пуçласа +01 таран
Патшалăх гимнĕ Нидерланд патшалăх гимнĕ
Тетел доменĕ .nl
Тел. префиксĕ 31

Нидерланд (гол. Nederland), официаллă ячĕ Нидерланд Короллĕхĕ (гол. Koninkrijk der Nederlanden) — Анăç Европăри патшалăх.
«Нидерланд» палăртăва чăвашла «анат çĕр(шыв)» тени пулать, анчах та тӳррĕн каласан, тĕрĕсех тухмасть, мĕншĕн тесен, çак терминпа Нидерланд, Бельги тата Люксембург (пĕтĕмлетсе — Бенилюкс) çĕрĕсене те палăртмалла пулать. Нидерланда тăтăшах Холланд теççĕ, анчах та çапла калани политика енчен тĕрĕс мар: Кăнтăр тата Çурçĕр Холланд çĕрĕсем — Нидерланд вуникĕ облаçĕсенчен иккĕшĕ шутланаççĕ.

Тĕп хулиАмстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă.

Урăх чаплă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.

Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — 451 çухрăм. Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ 1027 çухрăм.

Нидерланд — Европăра чи тăвăр патшалăх (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). Çĕршыв Райн, Маас тата Шельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕ Çурçĕр Холландра, Кăнтăр Холландра тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем — польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, холландсем — çыранĕсене».

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Нидерландра икĕ кăк халăхĕ пурăнать — холландсем тата фризсем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай.

  • Холландсем — 80.8 %
  • Нимĕçсем — 2.4 %
  • Индонезисем — 2.4 %
  • Турккăсем — 2.2 %
  • Суринамсем — 2.0 %
  • Мороккансем — 1.9 %,
  • Индисем — 1.5 %
  • Антиллиансем тата Арубансем — 0.8 %
  • урăххисем — 6.0 %.

Тĕн енĕпе:

  • католиксем — 30 %
  • протестантсем — 21 %
  • мăсăльмансем — 5,8 %
  • индуистсем — 0,6 %
  • урăххисем — 1,6 %
  • нимле тĕне те тытманнисем — 41 %

Холландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.

Кунта ăшă çусем — вăтам температура утăра 16–17 °C. Вăтам температура кăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле, Çĕпĕртен антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, юр ӳкет, шыв каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.

Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.

  • Чукун çулсен вăрăммăшĕ — 2753 çухрăм (вĕсенчен 68 % электричество вăйĕпе — 1897 çм).
  • Пĕтĕм вăрăммăшĕ (ч/ç тата авто) — 111 891 çм.
  • Каналсен тата шывсен çулĕсен пĕтĕм вăрăммăшĕ — 5052 çм.

Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăн океан вылять, унăн шывĕпе голландсем Европăна/Европăран чылай суту япалине туртараççĕ. KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.

  • В. А. Бакир, Ю. Б. Ларионова. Нидерланды. Путеводитель. Вокруг света, 2005. 216 стр. ISBN 5-98652-011-4.
  • Paul Arblaster. A History of the Low Countries. Palgrave Essential Histories Series New York: Palgrave Macmillan, 2006. 298 pp. ISBN 1-4039-4828-3.
  • J. C. H. Blom and E. Lamberts, eds. History of the Low Countries (1999).
  • Jonathan Israel. The Dutch Republic: Its Rise, Greatness, and Fall 1477—1806 (1995).
  • J. A. Kossmann-Putto and E. H. Kossmann. The Low Countries: History of the Northern and Southern Netherlands (1987).
  • Christophe de Voogd. Geschiedenis van Nederland. Arena Amsterdam, 2000. 368 pp. ISBN 90 6974 3671.
{{bottomLinkPreText}} {{bottomLinkText}}
Нидерланд
Listen to this article

This browser is not supported by Wikiwand :(
Wikiwand requires a browser with modern capabilities in order to provide you with the best reading experience.
Please download and use one of the following browsers:

This article was just edited, click to reload
This article has been deleted on Wikipedia (Why?)

Back to homepage

Please click Add in the dialog above
Please click Allow in the top-left corner,
then click Install Now in the dialog
Please click Open in the download dialog,
then click Install
Please click the "Downloads" icon in the Safari toolbar, open the first download in the list,
then click Install
{{::$root.activation.text}}

Install Wikiwand

Install on Chrome Install on Firefox
Don't forget to rate us

Tell your friends about Wikiwand!

Gmail Facebook Twitter Link

Enjoying Wikiwand?

Tell your friends and spread the love:
Share on Gmail Share on Facebook Share on Twitter Share on Buffer

Our magic isn't perfect

You can help our automatic cover photo selection by reporting an unsuitable photo.

This photo is visually disturbing This photo is not a good choice

Thank you for helping!


Your input will affect cover photo selection, along with input from other users.

X

Get ready for Wikiwand 2.0 🎉! the new version arrives on September 1st! Don't want to wait?