For faster navigation, this Iframe is preloading the Wikiwand page for Киев.

Киев

Киев
Хула гербĕ
Киев элемĕ
Патшалăх: Украина
Регион: тĕп хули
Никĕсленĕ: 482
Хула, çултан: паллă мар
Халăх йышĕ, пин çын: 2 666,3 (2005)
Хула лаптăкĕ: 839 км2
Геогр. анлăхĕ: 50°27′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 30°30′ х.т. д

Киев (укр. Київ [ˈkɪjiu̯]) — Украинӑн тĕп хули. Днепр юханшыв хӗрринче ларать.

Хула кун-çулĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Киев облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.

Бронза ĕмĕрĕ тапхарĕнче кăнтăр-анăç территоринче шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (пăхăр ĕмĕрĕ) неолит тапхăрĕсене триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.

Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Киевçумĕн çурçĕр-анăçĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.

Хальхи Киев (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.

Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.

Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.

882 çултанпа вăл Киев Руçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1240 çулта хулана тутар-монголсем аркатнă. 1362 çултан пуçласа Аслă Литва Кнеçлĕхне тата Посполит Речне кĕрет.

1654 çултан пуçласа Раççей Империйĕ шутне кĕнĕ. 1934 çултанпа Украин ССРĕн тĕп хули. 1941 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшĕпе 1943 çулхи чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕ хушшинче нимĕçсемнимĕçсен аллинче пулнă.

1917 çулхи чӳк — 1920 Киев алран ала куçнă, тăрăмĕ пĕрмаях улшăнса тăнă:

  • 1917 çулхи чӳк уйăхĕччен - Раççей Империйĕ
  • 1917, чӳк - Украина халăх республики (УХР)
  • 1918, нарăс уйăхĕнчен - РСФСР
  • 1918 çулхи пуш уйăхĕнчен - УХР, герман çарĕсен пулăшăвĕпе çĕнĕрен туса хунă
  • 1918 çулхи ака уйăхĕнчен - Украина Тăрăмĕ, хетьмăн Скоропадский сĕнсе каланă.
  • 1918 çулхи раштав уйĕнчен - УХР, Петлюрăн çарĕсем çĕнĕрен туса хунă.
  • 1919, нарăс уйăхĕнчен - РСФСР
  • 1919 пуш уйăхĕнчен - УССР
  • 1919, çурла - Колчак ертсе пынă Раççей Патшалăхĕ шутĕнче, Деникин çарĕсем çĕнтерсе илнĕ.
  • 1919, çулла - 1920 - УССР
  • 1920 ака - Междуморье, польша çарĕсем ярса илнĕ.
  • 1920, çу-çĕртме - УССР

1918, кăрлач — 1919, ака — ирĕклĕ Украинăн (Тĕп Рада, Скоропадского Хетьмăнлăхĕ, Петлюрăн Директорийĕ) тĕп хули. Çав хушăрах, 1918 ç., совет Украина ССРĕн тĕп хули Харьков пулнă. 1934 ç. Совнарком йышанăвĕпе Украинăн тĕп хули ятне Харьковран Киевне куçараççĕ

Ӳкерчĕк:Color 26.jpg
Нимĕç оккупации тапхăрĕ. Киев хулинчи наци демонстарцийĕ

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Киев нимĕçсен тытăмĕнче авăн, 19, 1941чӳк, 6 1943 пулнă.[1] 1941 çулта, çурла-авăн уйăхĕсенче Киев çумĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен (Киев çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.

Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе Киев хулине паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Киев — ирĕклĕ Украина тĕп хули.

1991 çултанпа Украина патшалахĕн тĕп хули.

Халăх йышĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 30 000 яхăн çын пурăннă. Халăх çырăвĕпе (2001) Киевра 2 611 300 пурăнакан пулнă.

  • Çулти вăтам температура — +7,7 C°
  • Çулти вăтам çил хăвăртлăхĕ — 2,4 м/с
  • Çулти вăтам сывлăш нӳрĕклĕхĕ — 75 %
Киев, Энтри чиркĕвĕ
Украина наци техника университечĕ «КПИ».

Киев Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать. Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.

Транспорчĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ӳкерчĕк:Dnepr4.jpg
Киев, Киев метрополитенĕ.
Ӳкерчĕк:Southmost.jpg
Киев, Кăнтăр кĕперĕ (Киев метрополитенĕ).

Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата çĕршывăн шалĕнчи Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. 1960 ç. 3 йĕрлĕ, 56,5 çм тăсăлăвлĕ метрополитен (çавăн пекех Киев метрополитенĕ вулăр).

  • Киевăн çĕр çинчи пĕрлĕхлĕ транспорчĕ
  • Киев метрополитенĕ
  • Киев автобусĕ
  • Борисполь аэропорчĕпе Жуляны аэропорчĕ
  • Киев фуникульорĕ
  • Киев транспорчĕн тытăмлăхĕ

Этеплĕх, кану вырăнĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Киев трамвайĕ.

Киевра 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).

Киев хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Киев-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.

Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.

Киевне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Киев каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.

Пысăк кинотеатрсем: «Жовтень», «Киев», «Украина», «Баттерфляй» 2009 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче архивланӑ..

Сылтăм çыранĕнчи Киев.
Киевăн административлă пайĕсем

Киев хули 10 районтан тăрать:

Днепр Киевра

Днепрăн сылтăм енче:

Днепрăн сулахай енче:

Днепрăн сулахай çыранĕ:

  1. Десна районĕ — 320 пин.
  2. Днепр районĕ — 360 пин.
  3. Дарница районĕ — 250 пин.

Киев кнеçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кий (кнеç), Çек и Хорив

Аскольдпа Дир — 864—882

Олег Вещий — 879—912

Игорь Рюрикович — 913—945

Ольга (Киев арăм кнеç) — 945—957

Святослав I — 957—972

Ярополк Святославич — 972—978

Владимир I Святославич (Креститель) — 978—1015

Святополк I Окаянный — 1015—1016,1018—1019

Ярослав I Мудрый — 1016—1018,1019—1054

Изяслав Ярославич — 1054—1068,1069—1073,1077—1078

Всеслав Полоцкий — 1068—1069

Святослав II Ярославич — 1073—1076

Всеволод Ярославич1076—1077,1078—1093

Святополк II Изяславич — 1093—1113

Владимир Всеволодович Мономах1113—1125

Мстислав Владимирович Великий — 1125—1132

Ярополк II Владимирович — 1132—1138

Всеволод II Ольгович — 1139—1146

Вячеслав Владимирович — 1146—1155 (только номинально, фактически — Изяслав)

Изяслав II Мстиславич — 1146—1149,1151—1154

Юрий Владимирович Долгорукий — 1149—1151,1155—1157

Ростислав Мстиславич — 1154—1155

Изяслав III Давыдович — 1157

Мстислав II Изяславич — 1157—1169

Хулан пуçлăхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хулан пĕрремĕш пуçлăхне 1835 çулта суйласа лартнă.

  • Павел Демидов Сан-Донато
  • Густав Эйсман
  • Николай Ренненкампф
  • Иван Толли.
  • Степан Сольский (1887—1900)
  • Василий Проценко (1900—1905)
  • Иван Дьяков (1906—1916)
  • Федор Бурчак (малтан — Дьяковăн çумĕ)
  • Евгений Рябцев
  • Андрей Иванов
  • Андрей Бубнов — 1940 çулта репрессие лекнĕ
  • Иван Дьяков (1919, тепĕр хут, деникин оккупацийĕ)

1919 — хула пуçлăхĕн вырăнне «хула канашĕн ертӳçи» пулать.

  • Ян Борисович Гамарник (1921—1923), кайран РККА — Политуправлени пуçлăхĕ, хăй çине хăйех ал хунă
  • Григорий Ф. Гринько (1924—1925), каярах — финансă наркомĕ, репрессиленĕ
  • Пантелеймон Свистун (1925—1927)
  • Юрий Войцеховский (1928—1932)
  • Иван Воробьёв (1932)
  • Василий Быструков (1932—1934)
  • Рафаил Петрушанский (1934—1937), репрессиленĕ
  • Павел Христич (1937), репрессиленĕ
  • Николай Пашко (1937—1940), репрессиленĕ
  • Иван Шевцов (1940—1941), нимĕç оккупацийĕ (1941—1943) вăхăтĕнче гитлер эткерĕсем айăпласа вĕлернĕ
  • Нимĕç администрацийĕ (çарпа граждан)
    • Курт Эберхард (1941), генерал-майор, çар коменданчĕ
    • Марве (1941—1942), штадткомиссар
    • Реденбахер (1942) штадткомиссар
    • Ремер (1942) çар коменданчĕ
    • Рогауш (1942—1943), штадткомиссар
    • Берндт (1943), штадткомиссар
  • Вырăнти администраци (граждан)
    • Александр Оглоблин (1941), бургомистр
    • Владимир Багазий (1941—1942), бургомистр, айăпласа вĕлернĕ
    • Леонтий Форостовский (1942—1943), бургомистр

Совет тăрăмĕ (1943—1991)

  • Леонид Лебедь (1943—1944)
  • Фёдор Мокиенко (1944—1946)
  • Фёдор Чеботарёв (1946—1947)
  • Алексей Давыдов (1947—1963)
  • Михаил Бурка (1963—1968)
  • Владимир Гусев (1968—1979)
  • Валентин Згурский (1979—1990)
  • Николай Лаврухин (1990)
  • Григорий Малышевский (1990—1991)

Совет тапхăрĕ хыççăн (1992 çултанпа)

  • Иван Салий (1992—1993)
  • Леонид Косаковский (1995—1996)
  • Александр Омельченко (1996—2006)
  • Леонид Черновецкий (2006 — 2008)

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Цветные фото немецкой оккупации 2008 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
{{bottomLinkPreText}} {{bottomLinkText}}
Киев
Listen to this article

This browser is not supported by Wikiwand :(
Wikiwand requires a browser with modern capabilities in order to provide you with the best reading experience.
Please download and use one of the following browsers:

This article was just edited, click to reload
This article has been deleted on Wikipedia (Why?)

Back to homepage

Please click Add in the dialog above
Please click Allow in the top-left corner,
then click Install Now in the dialog
Please click Open in the download dialog,
then click Install
Please click the "Downloads" icon in the Safari toolbar, open the first download in the list,
then click Install
{{::$root.activation.text}}

Install Wikiwand

Install on Chrome Install on Firefox
Don't forget to rate us

Tell your friends about Wikiwand!

Gmail Facebook Twitter Link

Enjoying Wikiwand?

Tell your friends and spread the love:
Share on Gmail Share on Facebook Share on Twitter Share on Buffer

Our magic isn't perfect

You can help our automatic cover photo selection by reporting an unsuitable photo.

This photo is visually disturbing This photo is not a good choice

Thank you for helping!


Your input will affect cover photo selection, along with input from other users.

X

Get ready for Wikiwand 2.0 🎉! the new version arrives on September 1st! Don't want to wait?